cv.wikipedia.org

Çурçĕр Македони Республики — Википеди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ҫурҫӗр Македони Республики (макед. Република Северна Македонија) — Европăри ирĕклĕхлĕ патшалăх. Унчен Югослави (СФРЮ) шутĕнчи республика.

Балкан çурутравĕнче, Европăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă. Часах ăна Ҫурҫӗр Македони теççĕ, анчах та ăна Авалхи Македонипе тата Грецин историллĕ Македони облаçĕпе хутăштармалла мар. Ҫурҫӗр Македони Республики историллĕ Македонин 38% çĕрĕн лаптăкне йышăнать, унăн 44% халăхĕ республикăра пурăнать.

Ҫурҫӗр Македони Республики çĕрĕсем малтан Югославин чи кăнтăр пайĕ пулнă. Паянкунхи чикĕсене II Тĕнче вăрçи хыççăн СФРЮ шутĕнче Социализмлă Республика Македони ятпа çирĕплетнĕ. Çапла македонецсене Югославире хăй тĕллĕ халăх тесе палăртнă. 1991 çулта Югослави уйрăм патшалăхсене пайлансан, Македони çĕрĕсене çав чикĕсенчех хăварнă. Çапах та çак патшалăх тата халăх ячĕ Греципе вĕçĕ-хĕррисĕр тавлашусене хĕртсе янă — чылай хушă официаллă хутсенче патшалăха «Малтан Югославире пулнă Македони республики» тесе çырнă.[1]

  1. ^ Igor Janev, Legal Aspects of the Use of a Provisional Name for Macedonia in the United Nations System, AJIL, Vol. 93. no 1. 1999.

п  с  т

Европăри патшалăхсем

Австри • Азербайджан1 • Албани • Андорра • Армени² • Беларуç • Бельги • Болгари • Босни тата Герцеговина • Ватикан • Аслă Британи • Венгри • Германи • Греци • Грузи1 • Дани • Ирланди • Исланди • Испани • Итали • Казахстан1 • Кипр² • Латви • Литва • Лихтенштейн • Люксембург • Мальта • Молдави • Монако • Нидерландсем • Норвеги • Польша • Португали • Раççей Федерацийĕ1 • Румыни • Сан-Марино • Серби • Словаки • Словени • Çурçĕр Македони • Турци1 • Украина • Финлянди • Франци • Хорвати • Черногори • Чехи • Швейцари • Швеци • Эстони


Пăхăнуллă территорисем: Акротири тата Декели • Аланд утравĕсем • Гернси • Гибралтар • Джерси • Мэн утравĕ • Фарер утравĕсем • Шпицберген • Ян-Майен


Йышăнман патшалăхсем: Абхази Республики³ • Косово Республики4 • Туçи-Карабах Республики • Днестрçум Молдави Республики • Силенд • Çурçĕр Кипр Турккă Республики5 • Кăнтăр Осети³


1Çаплах Азире. ² Культурăри уйрăмлăхсене пула, Европăна кĕрет, географийĕпе Азире вырнаçнă пулсан та.


³ ПНО шутĕнчи 4 патшалăх йышăннă. 4 ПНО шутĕнчи 70 патшалăх йышăннă. 5 Турци йышăннă.