cv.wikipedia.org

Азов тинĕсĕ — Википеди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Азов тинĕсĕ, НАСА спутникĕнчен тунă ӳкерчĕк.

Азов тинĕсĕ (выр. Азовское море, укр. Азовське море, крым-тут. Azaq deñizi) — Хура тинĕсĕн çурçĕр-тухăç енчи шыв лаптăкĕ, Керчь пырĕпе (авалхи вăхăтра — Босфор Киммери, анлашĕ 4,2 км) Хура тинĕспе çыхăнать. Ĕлĕк грексем ăна Меоти кӳлли (греч. Μαιῶτις), римсем Palus Maeotis, скифсем Каргалук, меотсем Темеринда (тинĕс амăшĕ тенĕ); кайран арабсем Нитшлах е Бараль-Азов, турккăсем Барьял-Ассак е Бахр-Ассак (Тĕксĕм-кăвак тинĕс; паянкунхи турккă чĕлхипе Azakdenizi), генуэзсемпе венециансем Mare delle Zabacche (Mare Таnе) тенĕ. Азов тинĕсе хăйĕн ятне Азов хуларан илнĕ.

  • Украина:
    • кăнтăр-анăçра: Казантип пырĕ, Арапат пырĕ;
    • анăçра: Сиваш пырĕ;
    • çурçĕр-анăçра: Утлюк лиманĕ, Сĕтлĕ лиман, Обиточный пырĕ, Бердян пырĕ;
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: Таганрог пырĕ, Миус лиманĕ, Ейск лиманĕ;
    • тухăçра: Ясен пырĕ, Пейсук лиманĕ, Ахтар лиманĕ;
    • кăнтăр-тухăçра: Темрюк пырĕ.
  • Украина:
    • кăнтăр-анăçра: Хрони сăмси, Çук сăмси, Чаганы сăмси, Казантип сăмси (Казантип пырĕ);
    • анăçра: коса Арапат Стрелка (Сиваш пырĕ);
    • çурçĕр-анăçра: Федотова коса тата коса Бирючий остров (Утлюк лиманĕ), коса Обиточная (Обиточный пырĕ), Бердян коса (Бердян пырĕ);
    • çурçĕр-тухăçра: Шурăсарай коса, Кукăр (Кривая) коса;
    • Керчь пырĕнче: коса Тузла.
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: коса Беглицкая;
    • тухăçра: Чумбур сăмси, Глафировская коса, Долгая коса, Камышеватская коса, Ясенская коса (Бейсугский лиман), Ачуевская коса (Ахтарский лиман);
    • кăнтăр-тухăçра: Ачуев сăмси, Чул сăмси (Каменный (Темрюк пырĕ).
    • Керчь пырĕнче: коса Чушка.
  • Украина:
    • çурçĕр-анăçра: Малый Утлюк, Молочная, Корсак, Лозоватка, Обиточная, Берда, Кальмиус, Грузский Еланчик;
  • Раççей:
    • çурçĕр-тухăçра: Мокрый Еланчик, Миус, Самбек, Дон, Кагальник, Мокрая Чубурка, Ея;
    • кăнтăр-тухăçра: Протока, Кубань.

Азов тинĕсне тепчев ĕçĕсенче виçĕ пусăма палăртаççĕ:

  • 1. Авалхи (географи) — Геродот вăхăтĕнчен пуçласа XIX ĕмĕр пуçламăшне çитиччен.
  • 2. Геолого-географический: XIX ĕмĕр — XX ĕмĕрĕн 40 çулĕсем.
  • 3. Пур енлĕ (комплекслă) — XX ĕмĕрĕн варри — паянкуна çити.

Биологи ырлăхĕпе Азов тинĕсĕ тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чи лайăх аталаннă тинĕс çимĕçĕ — фитопланктон тата бентос.

Азов тинĕсĕ Раççейшĕн XIX ĕмĕрте питĕ кирлĕ пулнă, пĕр енчен, пулă пуянлăхне пула, тепĕр енчен — тинĕс урлă сутăç ĕçĕсене ӳстерес шутпа.

п  с  т

Скиф патшалăхĕ тата унăн çурçĕр-тухăçри кӳршисем, Геродот çырнипе
Этнонимсем
Географири ятсем
Пайăр çынсем
Археологи контексчĕ