cv.wikipedia.org

Швейцари Франкĕ — Википеди

  • ️Invalid Date

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Швейцари Франкĕ (ISO 4217 валюта кочĕ CHF, е 756) Швейцарипе Лихтенштейнăан валюти татат тӳлемелли хатĕр. Банкнотăсене Швейцарин тĕп банкĕ (Швейцари наци банкĕ) пичетлет, вак укçана Швецари тимĕр укçа çурчĕ кăларать.

Хальхи вăхăтра Швейцари валюти çеç франк ятлă. Швейцарин 4 официаллă чĕлхепе çырăнать: Franken (нимĕçле), franc (французла тата рето-романла), franco (итали чĕлхипе). Пĕр франк 100 рапентан тăрать  Rappen (мн.ч. — Rappen) (Rp.) нимĕçле, centime (c.) французла, centesimo (ct.) питальянла тата rap (rp.) рето-романла. Трейдерсен жаргонĕнче швейцари франкне «свисси» (акăл. swissy) [1] тесе чĕнеççĕ.

Хальхи вăхăтра 10, 20, 50, 100, 200 тата 1000 франк номиналлă хут укçа кăлараççĕ. Банкнотсем çинче портретсем ӳкернĕ:

Аверс Реверс Номинал Виçисем Нумайрах тĕс Малти ен
10 франк 126 × 74 мм сарă Ле Корбюзье
20 франк 137 × 74 мм хĕрлĕ Артюр Онеггер
50 франк 148 × 74 мм симĕс Софи Таубер-Арп
100 франк 159 × 74 мм сенкер Альберто Джакометти
200 франк 170 × 74 мм хăмăр Шарль Фердинанд Рамю
1000 франк 181 × 74 мм фиолет Якоб Буркхардт

5, 10 тата 20 рапен (сантим), 1/2, 1, 2 тата 5 франк номиналлă укçасене пичетлеççĕ. 1 рапенлă укçана 2006-мĕш çулта, 2 рапен - 1974-мĕш çулта кăларма пăрахнă. Укçа металлне ылмаштарни:

1939 çул — 20 рапен пăхăр-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (1850—1859 — биллон, 1881—1938 — никĕль); 1968 çул — 1/2, 1, 2 тата 5 франк [пăхăр]]-никĕль ирĕлчĕкĕнчен (маларах — кĕмĕл); 1981 — 5 рапен [пăхăр]]-алюмини-никĕль (маларах —пăхăр-никĕль).

Ӳкерчĕк Номинал Диаметр Йывăрăш Гурт Материал
5 рапен 17.15 мм 1.8 г яка пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
10 рапен 19.15 мм 3 г яка пăхăр-никель
750/250
20 рапен 21.05 мм 4 г яка пăхăр-никель
750/250
1/2 франк 18.20 мм 2.2 г каскаланă пăхăр-никĕль
750/250
1 франк 23.20 мм 4.4 г каскаланă пăхăр-никель
750/250
2 франк 27.40 мм 8.8 г каскаланă пăхăр-никĕль
750/250
5 франк 31.45 мм 13.2 г мăкăрăлчăк çырнă
«DOMINUS PROVIDEBIT» тата 13 çăлтăр
пăхăр-никĕль
750/250

Хутран-ситрен, 10, 20 тата 50 франк номиналлă юбилей е астăвăм тимĕр укçа пичетлеççĕ, сăмахран:

Ӳкерчĕк Номинал Диаметр Йывăрăш Гурт Материал Кăларнă çул Çырса пани
10 франк 32.85 мм 15 г каскаланă Биметал укçа,
центр — пăхăр-никĕль 750/250
кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2005 Юнгфрау ту
10 франк 32.85 мм 15 г каскаланă Биметал укçа,
центр — пăхăр-никĕль 750/250
кăшăл — пăхăр-алюмини-никĕль
920/60/20
2009 Швейцари наци паркĕ
20 франк 33 мм 20 г çырнă кĕмĕл-пăхăр 835/165 2007 Мунот карманĕ
50 франк 25 мм 11.2 г çырнă ылтăн-пăхăр 900/100 2004 Маттерхорн ту

Швейцари франкĕ 1850-мĕш çултан çӳреме тыттăннă, вăл швейцари кантонĕсен тĕрлĕ укçисене ылмаштарнă. Ун чухне вăл франци франкĕпе пĕр тан пулнă.

Стабиллă пулнипе швейцари франкне резерв валюти вырăнне усă кураççĕ. Çавах ку валютăн резервсенчи шайĕ 0,3 % сахалрах.

Шаблон:Резерв валютисем


Шаблон:Money-stub Шаблон:Switzerland-stub Шаблон:Европа валютисем Шаблон:Франк (валюта)